
Комсомольски округӗнче ҫуралнӑ Анна Кириллова 103 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ.
Вӑл ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ: малтан колхозра вай хунӑ, унтан вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, кайран Шупашкарти садикре заведующи пулнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.
Анна Григорьевна мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукӗпе, 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Кинемей 103 ҫулта та куҫлӑхсӑр вулать, чӑваш телекӑларӑмӗсене пӑхма юратать, пӳртре хуллен кӑштӑртатса ҫӳрет.

Чӑваш Енре ейӳ сарӑлсах пырать. Юлашки талӑкра Мӑн Ҫавал юханшывӗ Ҫӗрпӳ округӗнчи Туҫи ялӗ патӗнче ҫур метр ытла хӑпарнӑ, 817 сантиметр ҫӳллӗшне ҫитнӗ. Ку – хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӑтарту. Мӑн Ҫавал шывӗ Тихвин мӑнастирӗ патӗнче федераци ҫулӗ патне пынӑ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ округӗнче «Звездный» ача-пӑча лагерӗн пӗр пайне шыв кӗнӗ. Кайрикас тата Ҫӗнӗ Сала ялӗсенчи виҫӗ хушма хуҫалӑха ейӳ шывӗ ҫитнӗ.
Пӑрачкав округӗнче те лару-тӑру ҫивӗч. Кудеиха ялӗ патӗнче Киря юханшывӗ ҫыранран тухса асфальт ҫул ҫине ҫитнӗ. Ку ҫул – Кудеиха, Кожевенное, Сиява тата Гарт ялӗсене илсе ҫитерекен пӗртен-пӗр ҫул.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне республикӑра ейӳрен пӗтӗмпе 59 ҫурт шар курнӑ. Патӑрьел, Канаш, Красноармейски тата Комсомольски округӗсенче те ейӳ сарӑлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Ейӳ сарӑлса пырать: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре унран 34 ҫурт шар курнӑ.
Патӑрьел, Комсомольски, Канаш округӗсенчи 6 ялти 34 ҫурт патне ейӳ шывӗ килнӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Кивӗ Ахрӳрт, Анат Туҫа, Тутар Тимеш, Ҫӗнӗ Пинер. Кил хуҫалӑхӗсен картишӗнче шыв ҫӳллӗшӗ 10-15 сантиметр таран хӑпарнӑ. Ҫак ҫуртсенче пурӑнакансем шар курман. Ҫапах лару-тӑру япӑхланас тӑк 400 ҫын вырнаҫмалӑх вӑхӑтлӑх пункт йӗркеленӗ – вӑл хатӗр.
Ҫӗрпӳ округӗнче Мӑн Ҫавал ҫыранран тухнӑ. Шыв ҫул патне ҫитнӗ. Красноармейски округӗнче вара «Вӑрнар – Упи – Красноармейски» ҫул патӗнче ейӳ сарӑлнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫул шыв айне пулнӑ. Лару-тӑру япӑхлансан ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫул хӗррине тата откосӗсене хӑйӑр тата тӑпра сапӗҫ – ку шыва тытса тӑма пулӑшӗ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Капӑр чӑрӑш» конкурс йӗркеленӗ. Ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай вӗренекен хутшӑннӑ, ҫакӑ йӗркелӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ.
«Ал ӑстисем пирӗн пӳлӗме ытарма ҫук хитре чӑрӑшсемпе тултарчӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем хастар пулчӗҫ», — тесе ҫырнӑ Елена Атаманова.
Ҫак кунсенче ҫӗнтерӳҫӗсене вырӑна ҫитсех чыслама тӗв тунӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти тата Елчӗк шкулӗнчи хастарсем дипломлӑ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ытти тӑрӑха та ҫитсе килесшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарасшӑн.

Комсомольски округӗнче «Суперасанне» конкурс иртнӗ. Унта «Надежда» клуба ҫӳрекенсем тӗрлӗ конкурсра тупӑшнӑ. Ҫак клуба Тӗп вулавӑш ҫумӗнче йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсем визит карточкине хатӗрленӗ, пултарулӑх номерне кӑтартнӑ, мӑнукӗсене тутӑр ҫыхса янӑ тата юмах каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех асаннесем кулинари ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ, живопиҫе, литературӑна тата сцена ӑсталӑхне мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ.
Суперасанне ятне Нина Яковлевна Зайцева тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫал 80 ҫул тултарать.

Чӑваш Енри тепӗр кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Нумаях пулмасть салам сӑмахӗсене Комсомольски округӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова йышӑннӑ.
Александра Кирилловна – тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Вӑл 1926 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Пӗве кӗрсен торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Качча тухсан вара упӑшки патне, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялне, куҫнӑ. Унта вӑл колхозра ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе пӗрле ачисене ура ҫине тӑратассишӗн тапаҫланнӑ.
Шел те, упӑшкин пурнӑҫӗ ҫамрӑкла татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Александра Кирилловнӑн ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ.
Паянхи кун кинемей 13 мӑнукӗпе, 11 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Паян кӑнтӑрла Комсомольски округӗнчи авари пулнӑ, инкекре 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 32 ҫулти арҫын фурӑран иртсе кайма тӑнӑ, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Анчах фура хыҫӗнче вӗҫекен юра пула вӑл хирӗҫ килекен машинӑна курман – унпа ҫапӑннӑ. «Ниссан» рулӗ умӗнче 65-ри арҫын пулнӑ.
Икӗ водитель те вилнӗ. «Киа» машинӑра пулнӑ 44-ри хӗрарӑм аманнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

Ӗнер ирхине Комсомольски округӗнче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ патӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм водитель фурӑпа ҫапӑннӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм «Лада Грантӑпа» Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне юраман ҫӗрте хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Даф» фурӑпа ҫапӑннӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
Хӗрарӑм ҫак округранах пулни паллӑ. Унӑн водитель стажӗ — 2016 ҫултанпа. Фура водителӗ ӳсер пулман.

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

Ӗнер Комсомольски округӗнчи Урмаел ялӗнче тӗплӗ юсав хыҫҫӑн культура керменӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Унта округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, округ депутачӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Халӗ культура ҫурчӗ хӑтлӑ та тирпейлӗ. Унта кружоксем йӗркелеме пӗтӗм услови пур. Ҫитес вӑхӑтра вара унта кинозал уҫма палӑртнӑ.
Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлни ял ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм округшӑн савӑнӑҫ пулнӑ.
